Чӑваш чӗлхи
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Коми Республикинчи тӗп управленийӗ гражданла оборона памяткисене коми чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Хыпара «Контактра» халӑх тетелӗнче «За разноообразие языков в мире» (чӑв. Тӗнчери чӗлхесен нумай енлӗхӗшӗн) ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки ТАСС ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх ҫырнӑ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурне те пӗлме) сигнал пулсан мӗнле тытмаллине асӑрхаттарса ҫынсем валли ятарлӑ хутсем кӑларнӑ. Унта сывлӑш тревоги, хими тата радиаци хӑрушлӑхӗ сиксе тухсан, шыв илес чух епле тытмаллине коми ҫыннисене коми чӗлхипе ӑнлантарнӑ. Пӗрремӗш тиража Сыктывкар хулинче валеҫсе тухнӑ. Коми Республикинче те, ытти наци регионӗнчи евӗрех, патшалӑх чӗлхисем иккӗ: вырӑс тата вырӑнти чӗлхе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Хусанкайсем: Гажидма Дамбаевна тата Атнер Петрович Бурят Республикинче тухса тӑракан «Информ Полис» хаҫатра иртнӗ уйӑхра «Хамбо лама благословил нашу семью» ятпа чӑвашри паллӑ ҫемье, Атнер Петровичпа Гажидма Дамбаевна Хусанкайсем, ҫинчен пысӑк статья пичетленнӗ. Атнер Петрович — филолог, литература критикӗ, публицист, наци юхӑмӗнче йӗр хӑварнӑ ҫын. Гажидма Дамбаевна — преподаватель, 1963-1982-мӗш ҫулсенче Буддистсен СССРти тӗп тӗн управленийӗн ертӳҫи пулнӑ Пандито Хамбо-лама XIX Жамбал-Доржи Гомбоевӑн пӗрремӗш куҫаруҫи пулнӑ. Бурят хаҫачӗ хӑйсен ентешӗ Гажидма Дамбаевна мӑшӑрӗпе тӑван тӑрӑхне пырсан ҫемьепе тӗл пулнӑ. Атнер Петрович мӑшӑрӗ Хамбо лама вӗсен ҫемйине ырӑ суннине тата вӑл чӑваш чӗлхине вӗренме хушнине те аса илсе каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш чӗлхине вӗрен! Эсӗ унта пурӑнатӑн пулсан, вӑл — санӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыву», — тенӗ иккен буддистсен паллӑ манахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫӳҫ касаҫҫӗХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Ҫакӑн пек каларӑш пур: Мускавран ҫӳҫ касма хушсан, Шупашкарта пуҫ каснӑ, тет. Чӑннипе мана хама ку каларӑш пит килӗшсех те каймасть. Анчах та акӑ В.В.Путин Йошкар-Ола хулинче мӗн каланине тӑнларӑмӑр. Унӑн сӑмахӗсем: Заставлять человека учить язык, который для него родным не является, так же недопустимо, Куратӑр-и? Тӑван МАР чӗлхе пирки сӑмах пырать. Тӑван чӗлхе пирки мар! Тепӗр хут калатӑп: В.В.Путин пуплерӗшӗнче тӑван мар чӗлхе пирки сӑмах пырать. Вырӑнти тиексем мӗн хӑтланма пуҫланӑ-ха? Эппин, курса тӗлӗнер ҫавна! Енчен те В.В.Путин "неродной" текен чӗлхене вӗрентни пирки каланӑ пулсан, илсе кӑтартнӑ хут ҫинче "родной" пирки сӑмах пырать. | ||
Чӑваш чӗлхи
Ксения Собчак журналистка ячӗпе чӗлхесене хӳтӗлеме ыйтса ҫыру янӑ. Ӑна «Контактра» халӑх сетӗнчи «Тутарсем Собчакшӑн» (Татары за Собчак) пуҫару ушкӑнӗнче пичетленӗ. Уҫӑ ҫырура тутар, чӑваш, пушкӑрт тата Раҫҫейри ытти чӗлхене хӳтӗлеме ыйтнӑ. Пӗлменнисене пӗлтерер: Ксения Собчак Раҫҫей Президенчӗ пулас шухӑшлине пӗлтернӗ. «Пирӗн тӑван тутар чӗлхине хӳтӗлеме ыйтатпӑр пулин те пирӗн ҫырӑвӑмӑрӑн тӗллевӗ политика сӗмӗллӗ. Тутар чӗлхине кӑна мар, пушкӑрт, чӑваш, якут, мари тата ҫӗршыври ытти наци чӗлхисене хӳтӗлеме ыйтатпӑр», — тенӗ ҫырура. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ «Ирӗклӗх» общество организацийӗ республикӑра граждансен прависене хӗсӗрлениyе палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку влаҫ органӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса паракан сайтсене пырса тивет тенӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Кӑҫалхи иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнчен ачасем тӑван чӗлхе тесе вырӑс е чӑваш чӗлхине вӗренесси аслисенчен, тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен, килӗ. Ҫак кунсенче шкулсенче ҫине тӑрса пухусем ирттереҫҫӗ, унта ашшӗ-амӑшӗ чӗлхене суйласа вӗренӳ ертӳҫисен ячӗпе заявлени ҫырма тивӗҫ. Тӑван чӗлхе текен предмета хальхи вӑхӑтра 1—7-мӗш классенче вӗрентеҫҫӗ, аслӑрах классенче регион компоненчӗ шучӗпе чӑваш чӗлхине ӑша илеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе предметпа халиччен пирӗн республикӑра наци чӗлхисенчен пӗрне, чӑваш чӗлхине, вӗрентнӗ. Малашне ку предмета палӑртма ашшӗ-амӑшне ирӗк парӗҫ. Кунта икӗ чӗлхерен пӗрне суйлама тивӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Антон Ширшов «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енри шкулсенче вырӑс чӗлхине вӗрентессине хӗсӗрленипе хӗсӗрлеменнине нумаях пулмасть Рособрнадзор тӗрӗсленӗ. | ||
Чӑваш чӗлхи
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи урокне вӑйӑ евер ирттерме пуҫласси пирки пӗлтернӗччӗ. Канаш хулинче вара ҫынсен шухӑшне пӗлес тесе алӑ пустарса ҫӳреҫҫӗ. Унти пӗр шкулта ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк ыйтса алӑ пустараҫҫӗ. Вӗсене ятарлӑ бланк валеҫсе панӑ, унта ашшӗ-амӑшӗ шкул директорӗ ячӗпе ҫырса чӑваш чӗлхине вӗрентме ирӗк парать. Пӗр хӗрарӑм шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхине вӑйӑ евӗр ирттерни, уншӑн паллӑ лартманни аванрах. Предмет унӑн ачисене килӗшет-мӗн, ҫавӑнпа вӑл ӑна программӑран пачах кӑларттарасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
«Ирӗклӗх» общество организацийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: республикӑра граждансен прависене хӗсӗрлеҫҫӗ. Ку влаҫ органӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса паракан сайтсене пырса тивет. Общество организацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен официаллӑ сайчӗсене, ӗҫ тӑвакан, саккун кӑларакан тата суд влаҫӗсен органӗсен сайчӗсене вырӑсла ҫеҫ хатӗрленӗ. Тӗп страница чӑвашлах-ха, анчах ӑна та пулин сайра-хутра ҫӗнетеҫҫӗ. «Ирӗклӗх» организаци ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтнӑ. Ҫакна шута илмесен организаци йӗрке хуралӗн тата суд органӗсенчен пулӑшу ыйтасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Тӗменти патшалӑх университечӗн психологипе педагогика институтӗнче шӑматкун чӑваш чӗлхин пӗрремӗш урокӗ иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Ксения Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш урокра алфавитпа паллашнӑ, ударени правилисемпе, хупа сасӑсем мӗншӗн хыттӑн янӑранипе. Вӗренекенсем урока ӑша хывма тӑрӑшса нумай ыйтнӑ. Вӗсем, сӑмахран, щ тата ҫ саспаллисен янӑравӗпе кӑсӑкланнӑ. Ксения Маслова ятлӑ хӗр Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, занятисем малашне те иртмелле. Унта чӑваш чӗлхи вӗренес текен кирек хӑш ҫулти ҫынна та йыхравлаҫҫӗ, пурне те кӑмӑлтан йыхравлӗҫ, чӑваш чӗлхине вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи предмечӗ пирки хӗрсе калаҫаҫҫӗ. «Про Город» хаҫат редакцине пӗр ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта чӑваш чӗлхи предметне паллӑпа хаклама пӑрахтарасшӑн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасемпе вӑйӑ евӗр ирттересшӗн. «Хулари чылай шкулта чӑваш чӗлхи предмечӗпе паллӑсем лартма пӑрахасси пирки калаҫаҫҫӗ. Хальлӗхе электронлӑ дневникре паллӑсем пур-ха», — тенӗ ҫав ҫын. Вӑл предметпа паллӑ лартмасан ачасем ӑна ҫиелтен ҫеҫ вӗренесрен шикленет. Анчах палӑртмалла: чӑваш чӗлхи предмечӗн шӑпине хальлӗхе официаллӑ майпа татса паман. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ РФ Вӗренӳ министерствинчен чӑваш чӗлхине вӗренмелли методика рекомендацийӗсем кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер Тутарстанра Хусан хулине ярса илнӗ кунпа хурланса митинг иртнӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл кашни ҫулах иртет, чӑвашсем те унта тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вара митинг хыҫҫӑн чӗлхе политики тавра ҫавра сӗтел-канашлу ирттерчӗҫ. Халӑх Хусанти «Волга» хана ҫуртӗнче пухӑнчӗ. Пӳлӗмне пысӑках маррине уйӑрнӑран (50 ҫын аран хӗсӗнсе вырнаҫма пултарчӗ) сахал мар ҫын коридорта та тӑчӗ. Пурӗ ҫапла 80 ҫын патнелле хутшӑнчӗ теме пулать. Вӗсем хушшинче ытти регионсенчен килнисем те пулчӗҫ. Пӗчӗк мар делегаци Чӑвашран та ҫитнӗччӗ. Ҫавра сӗтел-канашлура чӗлхе политикине ҫулран ҫул хӗсни пирки каларӗҫ. Вырӑс мар халӑхсен чӗлхе лару-тӑрӑвӗ япӑхланса пыран пулин те Мускавран вӗсене хӗснӗ хыҫҫӑн хӗссе пыни пирки сӑмахларӗҫ. Малтан вӗренӳ программинчен наци компоненчӗсене хӑйпӑтса илчӗҫ, кайран федераллӑ стандарт шухӑшласа кӑларчӗҫ, халь вара Владимир Путин Йошкар-Олара каланӑ сӑмах хыҫҫӑн наци чӗлхисене ытла нумай вӗрентессинчен прокуратурӑпа хӑратаҫҫӗ. «Мускав ытла ҫӑткӑн», — терӗҫ тухса калаҫакансем. Ытти тӑрӑхсенчен ҫитнисене те сӑмах пачӗҫ. Вӗсене хӑйсен патӗнчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ пирки каласа пама ыйтрӗҫ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |